Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче __Эдисон Патмарӑн__ «Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Вӑл кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пуҫланмалла.
Эдисон Патмар ятне самайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл халӑх пултарулӑхне пухаканӗ, ҫыравҫӑ. Эдисон Патмара ашшӗн ҫулне тӑснӑ тесе калани йӑнӑш пулмасть тесе шухӑшлас килет, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ, __Иван Патмар__, хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш фольклорне самай пухнӑ тата тӗпченӗ. __Красноармейски районӗнчи__ __Яманак__ ялӗнче 1915 ҫулта ҫуралнӑ, ҫак тӗнчерен 1983-мӗш ҫулта уйрӑлса кайнӑ.
Эдисон Ивановичӑн ҫӗнӗ кӗнеки — ашшӗпе ывӑлӗн фольклор ӗҫӗсен 10 томлӑ пуххинчен ҫиччӗмӗшӗ. Кӑларӑмра арҫынсене ӗлӗк ҫара епле ӑстани ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫарпа ҫыхӑннӑ тӗшмӗшсем те вырӑн тупнӑ. Салтак юррисене вара кӗнекене уйрӑм пайпах кӗртнӗ.
Сӑмах май: ку кӗнекене Эдисон Патмар 2012 ҫултах кӑларнӑ. Апла-и, капла-и — кӗнекере шӑп ҫак ҫула кӑтартнӑ. Ӑна эсир «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр, __http://www.i-sum.su/t/22948.html|хакӗ **200** тенкӗ__.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |