Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче историк, академик, Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ Василий Николаев 75 ҫул тултарӗччӗ, шел те 7 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗчӗ. Ырӑ ӗҫӗсемшӗн ӑна хӑйӗн тӑван тӑрӑхӗнче кӑна мар, Шупашкарта та асрах тытаҫҫӗ. Ытларикун, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче ун ячӗпе палӑк умӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗсем митинг ирттерчӗҫ, чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Ӑремпурти «Газпром» уйрӑмӗн тӗп директорӗ пулнӑ май Василий Васильевич чӑваш ачисене аслӑ пӗлӳ илме, чӑваш тӗпчевҫисене хӑйсен кӗнекисене кӑларма сахал мар пулӑшнӑ. Тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ май 11 кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсене халӑх чӑннипе те кӑсӑкланса вулать — вӑл чӑваш кун-ҫулӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, __Атӑлҫи Пӑлхар__ историне, пӑлхар-чӑваш чӗлхин этнокультура ҫыхӑнӑвӗсене тӗпченӗ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.В. Николаева халалласа курав уҫӑлӗ (нарӑсӑн 14-мӗшӗ, 16:00), Чӑваш наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ (нарӑсӑн 19-мӗшӗ, 15:00).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |