Паян, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ, халӑхсен «Чӗрӗ планета» экологи юхӑмӗн председателӗ Николай Дроздов ҫитмелле. __Шупашкара__ вӑл «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект ертӳҫи евӗр килӗ, тӗп хулара ялав стойки вырнаҫтарма сӗнӗ.
Анчах Николай Дроздов Чӑваш Ене палӑртнӑ вӑхӑтра, ирхи 9 сехет те 20 минутра, ҫитеймен. Япӑх ҫанталӑка пула вӑл Мускавра 13 сехет те 10 минутра ҫеҫ самолета ларнӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ ялавштог лартма палӑртнӑ виҫӗ лапама ҫитӗ, республика Элтеперӗпе __Михаил Игнатьевпа__ тӗл пулӗ. «Раҫҫейри чи ҫӳллӗ ялавштог» проект элчисем унччен Краснодарти экологи канашлӑвӗнче пулнӑ, унта 175 метр ҫӳллӗш ялавштог лартма сӗннӗ. Хальлӗхе чи ҫӳллӗ ялавштог Таджикистанри Душанбе хулинче вырнаҫнӑ. Вӑл 165 метр ҫӳллӗш, ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине те кӗртнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |