Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председатель ҫумӗ, Комитетӑн хысна, финанс, налук енӗпе ӗҫлекен председатель Анатолий Князев ыйтупа килекен ҫынсене йышӑннӑ.
Нумай ачаллӑ Роза Кудряшова ҫӗр лаптӑкӗ илме пулӑшу ыйтнӑ. Виҫӗ ачаллӑ ҫемье ҫак ыйтупах унччен __Шупашкар районӗн__ администрацине ҫитнӗ пулнӑ, анчах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хирӗҫленӗ имӗш. Ҫакна ашшӗ тата ачисем __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пропискӑра тӑнипе сӑлтавланӑ. Ҫемье вара арӑмӗ пропискӑра тӑракан ялта ҫӗр лаптӑкӗ илесшӗн.
Депутат ялта пуранас кӑмӑллӑ ҫемьене курма хавас пулнине палӑртнӑ, Шупашкар район администрацине ыйту яма шантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |