__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ шкулсенчи вӗренекенсем Культура ҫулталӑкне хутшӑнса культурӑра палӑрнӑ тӗрлӗ ҫынсемпе хаваспах паллашаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, __Штанашри__ шкулта Солтан Фидаисович Шигапов педагог-юрӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Солтан Шигапов пухӑннисене тӗрлӗ халӑх инструменчӗсемпе паллаштарчӗ.
Вӗсен ячӗсем тӗрлӗ чӗлхере тӗрлӗрен пулин те кӗвви пур чӗлхере те пӗр пек янӑрать: хурай шӑхлич иккен, жалейка — йӗрекен саслӑ шӑхлич, параппана сурӑх тирӗнчен ӑсталаҫҫӗ иккен, ӑна час-часах типӗтме тивет, унсӑрӑн вӑл янӑрама пӑрахать. Юрӑҫ ачасене хӑйсене те тӗрлӗ инструментпа калаттарса пӑхрӗ. Шӑхличпе кӗвӗ кӑларма та ӑсталӑх кирлине ачасем хӑйсен куҫӗсемпе хӑйсем курса ӗненчӗҫ. Солтан Шигапов хӑйпе пӗрле тӗрлӗрен хут купӑс илсе килнӗ, ачасем тӗрлӗ купӑс кӗввипе савӑнсах ташларӗҫ. Юрӑҫ пухӑннисене Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен юррисемпете паллаштарчӗ, пӗр юррине чӑвашла та юрласа кӑтартрӗ.
Тӗлпулу питех те интереслӗ иртрӗ: «Тавах, татах та пирӗн пата килсе ҫӳрӗр!» — тесе сывпуллашрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |