Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе __Йӗпреҫ районенчи__ __Пучинкери__ вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те. Куракансене тата тӳресене уйрӑмах 4-мӗшсен «Сигнальщики-горнисты», 6-мӗшсен «Мускав», 10-мӗшсен «О той весне» тата 11-мӗшсен «А закаты алые, алые…» юррисем тыткӑнларӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ салтак юррисене итлесен аслисен куҫӗсем шывланчӗҫ.

Фестиваль хыҫҫӑн вӗренекенсене шкул директорӗ Софронов В.Н. саламларӗ, ачасен пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ. Ун хыҫҫӑн медицина ӗҫӗн ветеранӗ Ефремова Елена Васильевна вӗренекенсене ҫакӑн пек концерт лартса панӑшӑн, хӑйсене хӑнана чӗннӗшӗн тав турӗ, ҫирӗп сывлӑх, вӗренӳре ҫитӗнӳсем сунчӗ. Юлашкинчен ҫак фестивале йӗркелесе ертсе пыракан Лилия Михайловна Иванова, музыка вӗрентекенӗ, сӑмах илчӗ. Вӑл ачасене фестивале тӑрӑшса хатӗрленнӗшӗн, ашшӗ-амӑшне ҫар тумӗсем ҫӗлеттерме пулӑшнӑшӑн тав самахӗ каларӗ, малалла татах та пысӑк ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та