«Олимп вӑййипе ҫывӑхрах паллаш» республика акцийӗпе килӗшуллӗн Олимп факелӗ, Олимп юхӑмӗн тӗп палли, __Улатӑрти__ Культура керменӗнчи бокс пӳлӗмӗнче пулнӑ. Унта ҫамрӑк боксерсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, тренерсем пухӑннӑ.
Мероприятие саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май Улатӑр хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Паршин сӑмах каланӑ. Вӑл Олимп факелне ҫын час-часах тытса курайманнине палӑртнӑ. Ку — ҫамрӑк спортсменшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӑл тренировкӑсенче тата вӑйлӑрах хатӗрленме, спортпа туслашма хӗтӗртет.
Унтан пухӑннисене Улатӑрти бокс федерацийӗн президенчӗ Владимир Тющин тата ыттисем саламланӑ. Андрей Суин Леонид Иванов тренера асанмалӑх пӑхӑр укҫа панӑ. Ӑна ятарласа Сочири Олимп вӑййине пуҫланас умӗн хатӗрленӗ. Леонид Олегович хаклӑ ҫак парнесене хулара бокс енӗпе иртекен турнирсен ҫӗнтерӳҫисене пама шантарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уяв вӗҫленсен пурте сӑн ӳкерӗннӗ. Унтан кашниех Олимп факелӗпе пӗччен укерӗнме пултарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |