Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче __Геннадий Айхине__ халалланӑ кунсем иртӗҫ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Уявра чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ситнине халалланӑ тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Всенчен пӗри — «Геннадий Айхин литература картти» курав. Ӑна «Айгиниана» пуххин (унта паллӑ ентешӗмӗрӗн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ документсене пухнӑ) материалӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
Курав яланхи пек иртмӗ. Хальхинче кӗнекесем, ӳкерчӗксем, сӑнсем пулӑшнипе поэтӑн литература карттине «ӳкерме» палӑртнӑ. «Тӑван кӗтес туртӑмӗ», «Европа + Айхи», «Урӑх ҫыран хӗррисем» — ҫак пайсем карттӑн йӗрӗсене палӑртӗҫ. Чӑваш Ен тата Франци, Польша тата Испани, Скандинави ҫӗршывӗсем тата Кӑнтӑр Америка, АПШ тата Япони, Болгари, Израиль тата ыттисем литература карттин географине кӑтартаҫҫӗ. «Чикӗсӗр поэзи» экспозицие поэт тата унӑн пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ тӗпчев материалӗсем кӗнӗ. Вӗсем ҫӗршыв чиккисене пӗрлештерӗҫ.
Карттӑн пӗлтерӗшлӗ пайӗ — чӗлхе. Геннадий Айхин хайлавӗсене тӗнчери халӑхсен 52 чӗлхипе куҫарнӑ, унӑн кӗнекисене 36 ҫӗршывра кӑларнӑ. Хӑй поэт 20 ытла ҫӗршывра пулса курнӑ. Курава поэт кӗнекисене, ун ҫинчен арап, япони, идише, иврит, нимӗҫ, акӑлчан, словени, македони тата ытти чӗлхепе тухнӑ изданисене кӗртнӗ.
Курав нарӑсӑн 18-мӗшӗнче уҫалӗ. Вӑл ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |