Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче __Шупашкарта__ йӑлана кӗнӗ Ҫамрӑксен балӗ иртнӗ. 75 мӑшӑртан 20-шӗ ҫак кун «пӗрлешме» шухӑшланӑ. Бал Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Мероприятие хула администрацийӗн ҫамрӑксен тата общество аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов уҫнӑ. Вӑл пухӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ, стипенди панине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Бала 150 ҫамрӑк пынӑ. Мӑшӑрсем ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ, хӑмпӑсенчен чечек ҫыххи тума вӗреннӗ. Ӑста ӳнерҫӗсем вара бала хутшӑнакансен портречӗсене, шаржсене ӳкернӗ.
Ҫак кун «Ҫамрӑксен ЗАГСӗ» лапам чи илӗртӳлли пулнӑ. 20 ытла мӑшӑр «пӗрлешнӗ». Пӗтӗмпех чӑн-чӑн пулнӑ тейӗн. Малтан мӑшӑрсем ыйту ҫырнӑ, унан пӗр-пӗрне юратнине, ӗненнине каланӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсене ҫемье ҫавӑрнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |