Керлингпа кӑсӑкланакансем Раҫҫей хӗрӗсен командин йышӗнче илемлӗ те хура сӑнлӑ мулаткӑна сӑнанах пулӗ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чӗнеҫҫӗ, тӑванӗсемпе юлташӗсемшӗн — Кира. Вӑл чӑваш хӗрӗпе негр каччин юратӑвӗн ҫимӗҫӗ.
Унӑн амӑшӗ — Чӑваш Енрен, __Етӗрне районӗнчи__ __Тури Ачакран__. 30 ҫул каялла вӑл Мускаври пӗр техникумра вӗреннӗ чухне М.Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Нигери ҫыннипе паллашать, каярах вӗсен хӗр ҫуралать. Ӑна Нкеирука ят параҫҫӗ, хамӑрла вӑл Шанӑҫпи тенине пӗлтерет. Анчах ачи ҫулталӑк ҫурӑра чухне ашшӗ тӑван ҫӗршывне тухса каять, ҫавӑнтанпа вӗсен ҫыхӑну татӑлать.
Кира Езех — спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Олимп резервӗсен ятарлӑ «Москвич» спорт шкулӗнче О.Андрианова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл — ҫӗршыв чемпионки, Европа чемпионки (2006, 2012), Пӗтӗм тӗнче Универсиадин призерӗ (2007, 2009). Олимп вӑййисене виҫӗ хут хутшӑннӑскер кӑҫал Сочири Олимпиадӑна парӑнтарасшӑн. Каласа хӑварас пулать — ку енӗпе ушкӑнӑн хальлӗхе ӗҫ ҫыпҫӑнсах пымасть-ха, темиҫе вӑййа вӗсем выляса ячӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |