Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, __Чӗмпӗрти__ Аркадий Пластов музейӗнче «Петр Павлов. Вӑхӑт сывлавӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫин Петр Павловӑн (1937–2010) ӗҫӗсене курма пулать. Картинӑсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн тата ӳнерҫӗ кил-йышӗн пуххинчен илсе килнӗ.
Петр Павлов станок живопиҫӗн терлӗ жанрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл — портрет ӳкерекен, лирика пейзажӗн ӑсти. Петр Павлов натюрморт жанрӗнче те ӗҫленӗ. Анчах унӑн пултарулӑхӗнче тематика картини чылай вырӑн йышӑннӑ. Унта вӑл ытларах истори жанрне килӗштернӗ.
Петр Павлов хайлавӗсем Третьяков галерейинче, РФ Художниксен союзӗн ӳнер куравӗн дирекцийӗнче, Донецкри, Ижевскри, Калиниградри, Краснодарти, Красноярскри, Омскри, Шупашкарти ӳнер музейӗсемпе галерейисенче тата тӗрлӗ ҫӗршыв музейӗсемпе харпӑр ҫын пуххисенче упранаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |