Ӗнер __Вӑрнар районӗнче__ Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмне туса хунӑ. Асӑннӑ район пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак шухӑш патне ЧНК пырса тухнӑ. Ун пеккисене ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур районта пуҫарма палӑртнӑ. Ҫапла туни чӑваш чӗлхипе культурине, литературине, ӳнерне, ҫутта кӑлараслӑхне, халӑхӑн эткерлӗхне сарассине, халӑхсен историйӗпе туслӑхне хисеплессине аталантарма пулӑшмалла-мӗн.
Тухса калаҫнисем тӑван чӗлхепе культурине упраса хӑварасси кашнинчен килнине, чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемӗ пулас ӑрусемшӗн те пуянлӑх пултӑр тесен май килнӗ таран йӑлтах тумаллине палӑртнӑ.
ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи пулма «Вӑрнарҫултӑвӑм» обществӑн тӗп директорне Ольга Куликовӑна шаннӑ. Ун пирки вырӑнтисем ҫыравҫӑ тата нумай кӗнеке авторӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Куликовӑна «Хорнзор» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Федор Кузьмин ҫум должноҫӗнче пулӑшса пырӗ. Вӑл та чӑваш культурине упраса хӑварассишӗн хыпса ҫунаканскер-мӗн. Пӗлтӗр вӑл тӑван ял историйӗ пирки кӗнеке кӑларнӑ, вӑл пуҫарнипе Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ иккен. ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн пайташӗ пулма вӗрентекенсене, тӗрлӗ шайри тӳрене шаннӑ.
Пухӑва ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсене, культурӑн муниципалитет хысна учрежденийӗсен ертӳҫисене, вулавӑшра тӑрӑшакансене, район хаҫатӗнче ӗҫлекенсене йыхравлани пирки пӗлтерет Вӑрнар район администрацийӗн сайчӗ.
Сӑмах май, ытти хӑш-пӗр районта та ҫавӑн пек уйрӑм йӗркеленӗ. Хӗрлӗ Чутайра уҫни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ __/news/4916.html|маларах хыпарланӑччӗ__.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2712763|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |