ЧР Патшалӑх Канашӗ ЧР Культура министерствине тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӑваш орфографийӗ тӗлӗшӗпе эксперт пӗтӗмлетӗвӗ тума ыйтса ҫыру янӑ. Кун пирки социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть __чӑваш чӗлхинче__ сӑмахсене мӗнле ҫырас ыйтӑва Чӑваш наци конресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн __/news/4844.html|ларӑвӗнче ҫӗкленӗ__. Хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенче реформӑна (унта сӑмахсене уйрӑм ҫырма йышӑннӑ) васкаса йышӑннӑ. __Денис Гордеев__ ҫыравҫӑ майлӑ Виталий Станьял филолог, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, Федор Мадуров кӳлепеҫӗ пулнӑ. Николай Егоров чӗлхеҫӗ хирӗҫленӗ, ӑна никам та итлеменнине кура ларуран тухса кайнӑ.
Денис Гордеев тата унпа пӗр шухӑшлисем кивӗ йӗркене тавӑрма ыйтса парламент спикерӗ Юрий Попов патне ҫырупа ҫитнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенчи реформа чӑвашсене тӗлӗнтернӗ, ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ сӑмахсене ҫынсем вуласа тӗлӗнеҫҫӗ.
Попов брифингра орфографири правилисене экспертсен тишкермеллине каланӑ. Патшалӑх Канашӗ е ӗҫ тӑвакан влаҫ кайран ҫеҫ йышӑну тума пултарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |