Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать.
Ҫывӑх вӑхӑтра __Канаш районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Пӗршенерте__ лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |