__Канаш районӗнчи__ __Карӑклӑ__ ялӗнчи ача пахчинче пӗчӗккисем валли паян тепӗр ушкӑнлӑх вырӑн уҫӑлнӑ. Ӑна валли республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана ушкӑн валли пӳлӗме юсаса ҫӗнетме, сӗтел-пукан туянма янӑ. Ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ ушкӑна 20 ача хӑйӗн хаваслӑ сассипе тултарӗ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма районти тӗрлӗ пуҫлӑх тата Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ таранах пырса ҫитнӗ. Тӳресене ача пахчин ертӳҫи Е.Г. Георгиева тем пек тав тунӑ. Ун пек мероприятисенче ашшӗ-амӑшне те сӑмах параҫҫӗ те, караклӑсем те ыттисенчен уйрӑлса тӑрас темен: М.В. Шавгеева ятлӑ амӑшӗ строительсене, район администрацине ырланӑ-мухтанӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |