Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май __Красноармейски районӗ|Трак енри__ ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. __Шупашкарти__ ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ тӗлне районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ комиссие килнӗ сӗнӳсемпе материалсене пӑхса тухса комисси чӑваш литературипе ӳythyt тата культурине аталантарас енӗпе уйрӑмах палӑрнӑшӑн, 2013 ҫулхи пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗн хисеплӗ ятне ҫаксене парас тесе йышӑннӑ:
1. Анатолий Валентинович Валентинов таврапӗлӳҫӗне — 2013 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Волжская Булгария и деревня Бибарсово — Чадукасы» (чӑв. ~~Атӑлҫи Пӑлхарпа Чатукасси ялӗ~~) кӗнекешӗн.
Вӑл 1947 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшенче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳллӗ. Юлашки ҫулсенче «Чувашмелиоводхоз» управленийӗн районти филиалне ертсе пынӑ. Халӗ — тивӗҫлӗ канура.
Лауреат ятне пама Чӑваш Республикинчи Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн Трак енри уйрӑмӗ тӑратнӑ.
2. Александр Михайлович Иванов ӳнерҫӗне Красноармейски районӗн символикин талисманне шухӑшласа кӑларнӑшӑн.
Вӑл 1987 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи __Етӗрне районне__ кӗрекен __Элешушкӑнь__ ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӳллӗ. Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта ӳнерпе технологи предмечӗсемпе ачасене пӗлӳ парать.
3. __Упири__ Информаципе кану центрӗн пултарулӑх ушкӑнне.
Вӑл вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарать. 2011 ҫултанпа «Упи ен» ятпа ҫӳрет. Ҫавӑнтанпах ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ — Н.М. Никоноров ертсе пырать. Ушкӑнра 20 ҫын ытла. 2013 ҫулта «Упи ен» ушкӑн уйрӑмах концерт нумай лартса панӑ.
Лауреат ятне пама ӑна Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӑратнӑ.
Лауреатсене спонсорсем — районти таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ячӗпе унӑн ертӳҫи В.З.Константинов, Красноармейски пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлу паракан шкул коллективӗ (директорӗ С.М.Гаврилова) тата Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.В.Степанов — хӗрӳллӗн саламларӗҫ.
Чӑваш наци конгресӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи З.П.Михайлова та ҫӗнӗ лауреатсене саламлама килнӗ. Вӑл уйрӑм ячӗпе вӗсене асӑнмалӑх парне пачӗ, пултарулӑха малашне те туптама ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкӗ тепӗр паха меропириятипе пуянланни, Нестӗр Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх унта пысӑк тӳпе хывни ҫинчен, лауреатсен пултарулӑхӗн район культурин аталанӑвӗнчи уйрӑм вырӑнӗ ҫинчен, халӑх пултарулӑхне тата ҫӳллӗрех шая ҫӗклемелли ҫинчен каларӗ.
Юлашкинчен пухӑннисем «Упи ен» пултарулӑх ушкӑнӗн пысӑк концертне курса савӑнчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |