«Пӗр япалана асӑрхарӑм-ха эпӗ, — терӗ паян пӗр паллаканӑм, чӑннипех пултаруллӑ ҫынна пурӑннӑ чухне те хисеплеме пӗлмеҫҫӗ, вӑл вилсен пушшех те манса каяҫҫӗ». Кӳренӳ сисӗнекен ҫак сӑмахпа килӗшсен те пулать, тавлашсан та. Анчах ҫав ҫын сӑмахне ҫак самантра __Анфиса Смелова__ артистка ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине паян кӑна пӗлнӗрен аса илтӗм-ха. Каҫартӑрах ӗнтӗ вӑл…
Анфиса Смелова Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 33 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл тӗрлӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗ Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗнче калӑпланнине паян пурте пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Пуҫа тӑхӑнмаллине тата платьене театртан илнӗ, ыттине — таврапӗлӳ музейӗнче.
Анфиса Смелова 1939 ҫулта __Етӗрне районӗнчи__ __Ирҫе__ ялӗнче ҫуралнӑ, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл Николай Айзманӑн «Кай, кай Ивана» камичӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте 24 ҫул Вӗҫелис рольне вылянӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ 2010 ҫулта вилнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |