Афган вӑрҫи пирки паян тӗрлӗрен калаҫакан пур. Паттӑрла теме ӑна никамӑнах та чӗлхи ҫаврӑнмасть-тӗр. Апла-и,к апла-и, анчах ют ҫӗрте миҫе совет салтакӗ пуҫ хунине вара асран ниепле те асран кӑлараймӑн. Тата мӗн чухлӗ амӑшӗ унта ывӑлне ҫухатнине те манма юрамасть. Ҫывӑх ҫынна, тӑван тӗпренчӗке, ҫухатнӑ ҫыннӑн суранӗ тем чухлӗ ҫул иртсен те тӳрленмест-ҫке. __Патӑрьел районӗнчи__ __Сител__ ялӗнче пурӑнакан Роза Журавлева та пӗртен пӗр ывӑлне Афган вӑрҫинче ҫухатнӑ. Тӑватӑ ача амӑшӗ ачисене пӗччен ура ҫине тӑратнӑ. Пӗве кӗнӗ ывӑлне салтака пуҫтарса кайнӑ, унтан вӑл тупӑкра таврӑннӑ…
Афган вӑрҫинче ывӑлне ҫухатнӑ амӑшӗ патӗнче нумаях пулмасть тӑван тӑрӑхри, Пӑлапуҫ-Пашьелти вӑтам шкулта вӗренекенсем, пулнӑ. Вӗсем ватӑпа юмахлама та, кил хушшинчи юра туртса пама та ӗлкӗрнӗ. Ыр кӑмӑллӑх ӗҫне ачасем Афганистанран совет ҫарӗсене илсе тухни чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2712899|**Сӑнсем**__ (17)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |