«Вӑрӑ хӑйӗн хыҫҫӑн мӗн те пулин хӑварать, пушар хыҫҫӑн вара нимӗн те юлмасть», — теҫҫӗ халӑхра. Республикӑра унта та кунта «хӗрлӗ автан» ташланине, шел те, час-часах илтме тӳр килет. Нумаях пулмасть __Патӑрьел районӗнчи__ __Хурама Тӑвар__ ялӗнче икӗ пӗчӗк хӗрача ҫунса вилчӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче вара __Ҫӗмӗрле__ хулинче пушар тухнӑ.
Пушар Урицкий урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын пурнӑҫӗ татӑлман. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑмран 8 ҫынна кӑларнӑ: вӗсен йышӗнче — 14 ҫул тултарман икӗ ача.
Пушар тухни пирки пушарнӑйсене 77 ҫулти карчӑк пӗлтернӗ. ИӖМ ӗҫченӗсем шӑнкӑрава 3.48 сехетре йышӑннӑ, тепӗр виҫӗ минутран вырӑна ҫитнӗ. Пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттертен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, ҫавна май ҫуртра пурӑнакансене эвакуациленӗ. Пусма тӑрӑх 19 ҫын ҫуртран тухнӑ.
Ҫынсене эвакуациленӗ вӑхӑтра ытти пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. «Хӗрлӗ автан» ирхи 4.30 сехетре ташлама чарӑннӑ.
Пушара пула сӗтел-пукан, хваттерӗн шал енӗ, подъездри хӳме сиенленнӗ. Халӗ пушар тухнин сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |