__Вӑрнарта__ ветерансемпе пенсионерсен районти канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Ветерансемпе тӗл пулни ҫирӗп экзамен витӗр тухнӑнах», — тесе ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче курнӑҫу пирки хыпарланинче.
Чӑн та, аслӑ ҫулхисем чылай чухне чӗрӗ, тем пирки те уҫҫӑн калама хатӗр. Хальхинче вӗсем район центрӗнчи Илларионов урамӗнче мунча ӗҫлеттермелли, тротуарсене юсамалли, вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пасарта вырӑн уйӑрмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн халӑхпа уҫҫӑнрах пулмаллине те асилтернӗ вӗсем. Кунсӑр пуҫне ватӑсем поселокӑн ҫурҫӗр енче хӑпаракан микрорайонӗнче стадион тата пӑр катокӗ кирлине палӑртнӑ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |