Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче __Вӑрнар районӗнчи__ __Кӗҫӗн Явӑш__ ялӗнче лаша вӑрланӑ пулнӑ. Хур курнӑ арҫын тӑкака 60 пин тенкӗпе танлаштарнӑ.
Йӗрлевҫӗсем преступление уҫӑмлатас тӗллевпе сахал мар ӗҫленӗ — нумаях пулмасть вӑрланӑ лашана туянакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Чулхула ҫыннисем. Хайхискерсем лашана Чӑваш Енран «ГАЗельпе» илсе тухнӑ. Ҫак ӗҫре айӑплине те тупса палӑртнӑ.
— Айӑпланакан вӑрланӑ лашана уй-хир тӑрӑх 10 ҫухрӑма яхӑн хӑваласа чуптарнӑ. Унтан пӗр яла ҫитсен Чулхула ҫыннисене сутса янӑ. 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, — пӗлтернӗ РФ ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Андрей Губанов.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |