Хастар педагогсем Улатӑрти ӳнер шкулӗнче сусӑр ачасене ӳстерекен ҫемьесем валли пулӑшу йӗркеленӗ. Чирку пулӑшнипе сенсор пӳлӗмне уҫнӑ. Вӑл ҫитес вӑхӑтра юсаса ҫӗнетнӗ ҫурта куҫӗ.
__Улатӑрта__ сусӑр ачасемпе тухтӑрсем мар, вырӑнти музыка шкулӗн вӗрентекенӗсем заняти ирттереҫҫӗ. Кунта икӗ ҫула яхӑн ачасен социаллӑ адаптаци уйрӑмӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть хула администрацийӗ шкула юсамалли ҫурт уйӑрса панӑ.
— 2013 ҫулхи ҫулла ман пата икӗ амӑш пычӗ. «Пирӗн урӑх ниҫта кайма та ҫук. Пирӗн валли мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑр», — терӗҫ вӗсем, — каласа кӑтартнӑ Улатарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Надежда Тютина.
__Улатӑр__ хулинче 200 яхӑн сусӑр ача. Кунта коррекци шкулӗ те, шкул умӗнхи ятарлӑ шкул та ҫук. Тухтар патне та 200 ҫухрӑм, __Шупашкара__, каймалла, мӗншӗн тесен вырӑнти пульницара ятарлӑ ӑстасем ҫук.
— Эпӗ шухӑшлама тытӑнтӑм, — малалла каланӑ Надежда Тютина, иккӗмӗш пӗлӗвӗпе психолог пулнӑ май. Ҫавна май вӑл сусӑр ачасем валли программа хатӗрленӗ: хӑш-пӗр информацие тетелте тупнӑ, спициалистсемпе калаҫнӑ. Ҫак программӑпа вӗрентме килӗшекен преподавательсем те тупӑннӑ. Ҫапла майпа Улатӑрти ӳнер шкулӗнче сусӑр ачасем валли ушкӑн йӗркеленнӗ. Малтан унта 6 шӑпӑрлан ҫӳренӗ, халӗ 21 ача вӗренет.
Ачасем занятисенче кӗвӗ итлеҫҫӗ, юрлама тӑрӑшаҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ… Чи кирли — пӗр-пӗринпе хутшӑнма хӑнӑхаҫҫӗ. Ушкӑн ертӳҫисем ятарлӑ кун кӗнеки ҫырса пыраҫҫӗ, унта ачасем мӗнле ӳсӗм тунине палӑртаҫҫӗ.
РФ тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, профессионал дефектолог Улатӑрти ӳнер шкулне пысӑк пулӑшу кӳнӗ. Вӑл 2013 ҫулхи раштавра Мускавран килсе ачасене тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех ушкӑнсене Улатӑрти епархи пулӑшать.
Социаллӑ адаптаци уйрӑмӗ валли ӳнер шкулӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫурта уйӑрса панӑ. Анчах ӑна юсамалла. Ҫавӑн пекех дидактика материалӗсем, методика литератури туянмашкӑн укҫа кирлӗ. Проекта пулӑшас кӑмӑллисем 8-(83531)-2-20-45 (Надежда Тютина) телефонпа шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |