Пушартан хӑрушӑраххи мӗн пур-ши? Нумаях пулмасть __Ҫӗмӗрле__ хулинче пушар алхаснине пӗлтернӗччӗ. Телее, ун чухне инкекпе вӗҫленменччӗ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче __Канаш районӗнчи__ __Шӑхасанта__ пысӑк инкек пулнӑ. Ҫапла, каллех «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Хальхинче ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ирхине пушар хуралне Шӑхасанти Николаев урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫунма тытӑннине кӳрши шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Шел те, ҫуртра пулнисене ҫӑлма май килмен.
Пушар амӑшӗн тата виҫӗ ачан пурнӑҫне татнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм 1989 ҫулта ҫуралнӑскер. Унӑн ачисем 3, 2 тата 1 ҫулсенче пулнӑ. Пушарнӑйсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электричество плиткипе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухнӑ. Ҫак ҫуртрах хӗрарӑмӑн пиччӗшӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ. Вӗсем пушар тухнӑ чухне килте пулман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |