Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пепке сахал ҫуралнӑран ача пахчисем хупӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ӗмӗрте демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑх еннелле улшӑнма тытӑнчӗ. Ара, ача ҫуратакансене тӳре-шара пулӑшать. Ав иккӗмӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне параҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев 100 пин тенкӗ памалла турӗ. Вӗсене ҫӗр лаптӑкӗ те тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ.
Темиҫе ҫул каялла ача пахчисенче черет темӗн тӑршшехчӗ. Тӳре-шара ҫак пӑтӑрмаха пӗтермешкӗн тӗллев лартнӑччӗ. Ӗҫ ӑнӑҫса пырать. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе ача пахчисенче 4 501 вырӑн йӗркеленнӗ. Вӗсенчен 84,5% — __Шупашкарта__. Кӑҫал кӑна республикӑра 762 вырӑн хатӗрленӗ. Пирӗн республика ача пахчисенче вырӑн хатӗрлес тӗлӗшпе Раҫҫейри регионсен хушшинче — тӑваттӑмӗш.
— 3 ҫултан аслӑрах ачасен черечӗ пӗтнӗ. Халӗ хамӑр ума ҫӗнӗ тӗллевсем лартмалла, — тенӗ Алексей Ладыков.
Шупашкарта патшалӑх-харпӑр патрнерство хастар аталанать. Шупашкар хула хыснинчен харпӑр ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли субсиди уйӑраҫҫӗ. Кунашкал документа пӗрремӗш хут йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |