Енчен те эсир Андроидлӑ смартфонпа усӑ куратӑр пулсан — сире валли ҫӗнӗ хыпар пур. Нумай пулмасть чӑвашла-вырӑсла словарӗн __https://play.google.com/store/apps/details?id=com.adaline.dictionary&hl=ru|3.0 версийӗ__ тухнӑ. Унта 25 пин ытла сӑмах кӗрет. Ӑна ӑсталакансенчен пӗр — Александр Андреев ҫамрӑк.
Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче сӑмахсене ҫӑмӑлтарах тупма май туса панине тата пирӗн электронлӑ сӑмахсар пулӑшнипе (унта Чӑваш халӑх сайчӗсӗр пуҫне «Хавал» пӗрлӗх те хутшанать) сӑмах пуххине тӳрлетнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех малашне вӑл приложени экрана айӑккӑн тытсан та чиперех ӗҫлемелле.
Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххине хӑвӑр смартфонӑр ҫине тӳлевсӗрех уҫласа илсе лартма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне статистика тӑрӑх ӑна тӗрлӗ ҫын пин ытла хут хӑйне валли лартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |