__Ҫӗмӗрле__ хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
«Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Администраци ирттерекен аукционта риелтор хӑйӗн арӑмӗ маларах туяннӑ хваттерсене сутлӑха кӑларнӑ. Вӗсене администраци тӑлӑхсем валли туянмалла пулнӑ. Хваттерӗсем вара хӑтлӑскерсем те пулман-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |