Кӑҫал пирӗн республикӑра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи 22 пурлӑха приватизацилесшӗн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх министерстви пӗлтернӗ. Ҫав шутра унитарлӑ предприяти пӗрре иккен, акционерсен уҫӑ обществисен акцисен тӑхӑр «хутаҫне» сутса яма шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑх пурлӑхне сутнипе хыснана 188 миллионран кая мар тенкӗлӗх тултарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Муниципалитетсен харпӑлӑхӗнчи пурлӑх та сутлӑха тухӗ. Ун пеккисем 200 яхӑн объект-мӗн.
Сӑмах хӑш обьект пыни пирки каласан, республикӑн приватизаци планне __Ҫӗрпӳри__ ветсанутильзавод кӗнине палӑртмалла. Акционерсен уҫӑ обществисенчен тӑххӑрӑшӗн акцийӗсене сутлӑха кӑларасшӑн. Вӗсенчен иккӗшӗн: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗн» тата Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсене 100 проценчӗпех сутасшӑн. Приватизаци списокӗнче «Чӑвашкредитпромбанк» та, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ те, «Чувашская» ҫупа сыр бази те, «Чӑвашметалл» та, «Чувашия» санатори те пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ аптека та ҫӗнӗ хуҫа тупма пултарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |