Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ.
Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |