Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче __Ҫемен Элкер__ ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. __Пысӑк Упакассисем__ юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ.
Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ.
Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ.
Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе __Йӗпреҫре__ чылай мероприяти иртмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |