Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси.**

Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче __Мулкачкасси__ ял клубне.

Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче __Муркаш районне__ кӗрекен __Ҫурлатӑри__ ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех __Муркаш__ шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ.

Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши __Орининти__ ял вулавӑшӗнче вай хунӑ. Унӑн ҫак сферӑра вӑй хунӑ ӗҫ стажӗ пӗтӗмпе 40 ҫул. Оринина ӗҫлеме киличчен Клара Александровна Муркашри сельхозтехникӑра вулавӑшҫӑ пулса ӗҫленӗ, унтан __Ҫурлатӑринчи__ ял вулавӑшӗнче тӑрӑшнӑ. 1956-мӗш ҫулта __Ҫӗрпӳри__ вулавӑш техникумне вӗренсе пӗтерни ҫинчен ятарлӑ диплом алла илет. 1961 ҫулта библиотекарь пӗлӳне илнӗ специалиста кӗнекисемпе пӗрлех __Мулкачкасси__ ялне ӗҫлеме куҫараҫҫӗ. Тепӗр чухне Клара Александровна шӳтлесе: «Ман пек пуян хӗр Мулкачкасси ялне килмен те пулӗ. Эпӗ 7 000 кӗнекепе, пысӑк пуянлӑхпа, качча килтӗм», — тет. Мӗншӗн тесен 1963-мӗш ҫулта январь уйӑхӗнче Мулкачкасси каччипе, Смелов Анатолий Мефодьевичпа пӗрлешсе пӗр ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Пӗр хӗрпе икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтерсе, пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ Клара Александровнӑпа Анатолий Мефодьевич.

1963 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа, 31 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр, Клара Александровна Оринин вулавӑшӗнче вӑй хурать. Хушнӑ ӗҫе яланах тирпейлӗн, кирлӗ пек туса пыма тӑрӑшать. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тата ун хыҫҫӑн та 5 ҫул хушши ӗҫре тӑрӑшуллисен ретӗнче пынӑ Клара Александровна. Вӑл хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан культура ӗҫченӗ. Унӑн ӗҫӗсен пысӑк пахалӑхне тата пултаруллӑхне тӗрлӗ дипломпа хисеп хучӗ, Тав ҫырӑвӗ ҫирӗплетет. Ял тӑрӑхӗнче ирттерекен тӗрлӗ мероприятисенче те яланах хастар хутшӑнать хисеплӗ ветеран. Вӑлах театр сцени ҫинче те, ветерансен хорӗнче те яланах кӗтнӗ ҫын. «Ӗҫ ветеранӗ», телейлӗ амӑшӗ, юратнӑ асанне, ҫепӗҫ кукамай. Унӑн 4 мӑнук тата 2 мӑнук ачи. Паянхи кун вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемьипе, Володьӑпа, Наташа кинӗпе тата мӑнукӗсемпе пурӑнать.

Уяв каҫӗнче Клара Александровнӑна саламлама __Оринин ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ А.С.Волков, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов, Муркаш районӗнчи ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи М.В. Виноградова, Муркаш районӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗн ертӳҫи Е.И.Налимова, Орининти информаципе культура центрӗн ертӳҫи В.А.Васильева, ветерансен «Оринин» халӑх хорӗ ячӗпе Е.Ф.Никитина, ачисемпе мӑнукӗсем килсе ҫитрӗҫ. Оринин ял тӑрӑхӗнчи РФКП секретарӗ В.П.Васильев Клара Александровнӑн кӑкӑрӗ ҫине «М.В.Ломоносов 330 ҫулта» медале ҫакса чысларӗ. Хисеп хучӗсемпе тав ҫырӑвӗсем, чечексем парнелерӗҫ хӑнасем.

Вӑрӑм ӗмӗрӗн пурнӑҫ сукмакӗпе малашне те ҫирӗппӗн утма тата чун-чӗрери ҫӗкленӳллӗхпе ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшӳпе тату пурнӑҫ, юрату сунчӗҫ.

Юбилей каҫне «Оринен» халӑх ветерансен хорӗпе Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем илем кӳчӗҫ.

~~Саламласа сунатпӑр ырлӑх.

Пуринпе те пулӑр тарават.

Сакӑрвуннӑра та пултӑр сывлӑх,

100 ҫула ҫитмешкӗн вӑй-хӑват!~~

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=425&type=news&id=2719576|**Сӑнсем**__ (38)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть