__Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Кӗҫӗн Тивӗш__ ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ.
Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи __Ҫавалхӗрри Кӑнаш__ ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан __Канашри__ педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл __Кӗҫӗн Тивӗшри__ учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен __Кӑшаркасси__ шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.
100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда.
Ватӑскер хальччен ялта пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ. Кӑҫалхи хӗлле ҫеҫ __Шупашкара__ хӗрӗ патне куҫнӑ. Марфа Тимофеевна 101 ҫуркуннене куҫ пек кӗтет. Ун чухне вӑл хӑйӗн тӑван килне, яла, таврӑнӗ. Кинемей халӗ те шанчӑкне ҫухатмасть: хыпарсӑр ҫухалнӑ ывӑлне килте кӗтет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |