Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне __Шупашкарти__ Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ.
Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти __Мускав районӗн__ администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |