Шӑрпӑк — вӑйӑ мар. Хамӑра та мӗн пӗчӗкрен ҫавӑн пек хӑратса ӳстернӗ. Ҫапах та пӗчӗккисем унпа вылянипе шар курнӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ.
Юлашки тӗслӗхсенчен пӗри ӗнер __Вӑрнар районӗнчи__ __Ҫӗрпел__ ялӗнче пулса иртнӗ. Ҫулӑм тухни пирки хыпар пушар хуралҫисем патне каҫхи сакӑр сехет 40 минутра ҫитнӗ. Вӑл вӑхӑтра кил хуҫи арҫынни килте пулман — инҫете ӗҫлеме тухса кайнӑ. Амӑшӗ кӳршӗсем патне, юмаха курӑнать, кайнӑ. Виҫӗ пӗчӗк ачине хӗрарӑм тӑванӗпе пӑрахса хӑварнӑ. Анчах шӑпӑрлансене пӑхма хӑварнӑ арҫын та вӗсен патӗнчех ларман. Ирӗке тухнӑ ачасем верандӑра шӑрпӑкпа выляма тытӑннӑ, хут чӗртсе янӑ. Ҫулӑма курсан хӑраса тарса пӗтнӗ. Ҫӑлавҫӑсене кӳршӗсем чӗнсе илнӗ. Шӑнкӑрав хыҫҫӑн 5 минутра вырӑна персе ҫитнӗ пушар сӳнтерекенсем ҫулӑма сӳнтернӗ, йывӑҫ пӳрте ҫӑлса хӑварнӑ. Анчах веранда тата ун ҫывӑхӗнчи тепӗр ҫурт кӗлленме ӗлкӗрнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |