Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян 11 сӗхетре эпир К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче — вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ — пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗрентекенсене хисеп хучӗсемпе чысларӑмӑр.

Кашни ҫӗнтерӳҫе эпир картина, Чӑваш халӑх сайчӗпе «Сӑвар» наци культурин аталану фончӗ кӑларнӑ чӑвашла кунталӑк (календарь), унччен хамӑр кӑларнӑ кӗнеке парнелерӗмӗр. Малти вырӑна тухнисене 60х40 калӑпӑшлӑ картина, иккӗмӗш вырӑна тухнисене — 40х30 калӑпӑшли, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 20х30 калӑпӑшли лекрӗ. Ҫавӑн пекех чыслава килнӗ вырӑн йышӑнман ачасене та ахаль хӑвармарӑмӑр — вӗсене кунталӑкпа тивӗҫтертӗмӗр. Тепӗр уйрӑмлӑх: хальхинче кашни ҫӗнтерӳҫӗ хӑйне валли парнене хӑй суйларӗ.

Чыслав вӗҫленес умӗн эпир ятарлӑ конкурса та пӗтӗмлетрӗмӗр — мероприяти умӗн литература ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ хайлавсем миҫе пин саспалли йышӑннине палӑртма ыйтрӑмӑр. Ку конкурсра __Элӗк районӗнчи__ __Шӗмшеш__ шкулӗнче вӗренекен Никита Никитин ӑнӑҫлӑ пулчӗ — ҫӗнтернӗ ятпа ӑна ятарлӑ парне лекрӗ (пурӗ 344 109 саспалли!). «Асамҫӑ йӑмра» сӑвӑ ҫырса вӑл унсӑр та 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ те, ҫапла май чыславран икӗ пысӑк картинӑпах киле кайрӗ.

Вӗҫӗнчен каласа хӑварас пулать: малашне эпир литература конкурсӗсене ирттерессинчен пӑрӑнас тетпӗр. Ҫавах та ку ӗҫе пирӗн хыҫҫӑн кам та пулин тӑсас тет пулсан эпир ӑна пулӑшма хатӗр — парнесемпе чыслассине, электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарассине хамӑр ҫине илме пултаратпӑр. Сирӗн ытти ӗҫе тума тивӗ: ӑмӑртӑва йӗркелеме, хайлавсене хаклама, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма. Фантастикӑлла литература конкурсӗнчен хӑталнин сӑлтавӗ малашне эпир ытларах тӗнче тетелӗнчи проектсемпе ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ. Кӑмӑл пур пулсан — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр.

Ачасем валли концерт лартса паракан __Муркаш районӗнчи__ «Хӗлхем» эстрада ушкӑнне (ертӳҫи Владимир Железнов), чыслав валли вырӑн уйӑрса панӑшӑн __Чӑваш наци музейӗн__ директорне Меньшикова Ирина Петровнӑна (ҫырупа тухма пулашнӑшӑн — ЧНК-на), кӑмӑллӑн йышӑннӑшӑн Литература музейӗн заведующийне Оленкина Ирина Вячеславнӑна, видео тата фото ӳкерсе пулӑшнӑшӑн «Сӑвар ТВ» тетел телеканалне (ертӳҫи Олег Михайлович Цыпленков), ачасем валли экскурсисем ирттернӗшӗн Эльвира Ляпкина экскурсовода, хӑш-пӗр парнесемпе тивӗҫтернӗшӗн __Чӑваш наци конгресне__ тата «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану фондне (ертӳҫи Тимӗр Тяпкин), суту ӗҫне йӗркелеме пулӑшнӑшӑн хамӑн йӑмӑка Елена Еремеевӑна, транспортпа тивӗҫтернӗшӗн Сергей Ситкова, чыслава килнӗ пур ачана та уйрӑм тав сӑмахӗ каласшӑн.

Сӑнсен пӗр пайне эсир «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра __http://odnoklassniki.ru/group/54698089054259/album/56908602540083|тупма__ пултаратӑр (Олег Цыпленков ӳкернисем, 126), тепӗр пайне, Николай Плотников ӳкернине, __http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/156024|кунтан__ (79) илме пултаратӑр. Видео хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн __http://www.youtube.com/user/suvartv|«Сӑвар ТВ» каналра__ пулӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть