__Шупашкар районӗнчи__ Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ арҫынтан республикӑн Аслӑ сучӗ пӗр миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина 2012 ҫулта Шупашкар район сучӗ улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хайхи этем вырӑнти автоҫулсене тытса тӑма тесе 9 килӗшӳ тунӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан-мӗн. Ҫапла вара хыснаран уйӑрнӑ 1 миллиона яхӑн укҫа йӗп пек ҫухалнӑ. Тӗрӗсрех, пуҫлӑх кӗсйине кӗрсе ӳкнӗ пулать. Район сучӗ ӑна 180 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑштахран район прокурорӗ хыснана кӳнӗ тӑкака шыраса илме тавӑҫпа суда тухнӑ. Анчах район сучӗ ыйтнине тивӗҫтерме ҫителӗклӗ ӗнентерсе паман тесе тавӑҫа татса паман. Ун хыҫҫӑн район прокуратури республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Унта вара маларах асӑннӑ укҫана шыраса илмелле тунӑ.
Юрий Ильина илес пулсан вӑл тӑрӑшнипе __Шоркка__ арманӗсенчен пӗрине юсанине те асӑнса хӑварас пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |