__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ тӑвакан «Хӗвел» савута хута ярас вӑхӑта тем тӗрлӗ те асӑнкаласа пӑхрӗҫ. Халӗ ҫӗнӗ информаци пур. Асӑннӑ общесмтвӑн тулаш ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен управленйиӗн пуҫлӑхӗ Антон Усачев Regnum информаци агентствине ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче тӗрӗслеттермелле ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Пуҫӗпех вара вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла.
Малтанласа савута 2011 ҫул вӗҫӗнчех ӗҫлеттерсе ярасси пирки калаҫнине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ те пулӗ. Ун чухне проект хӑвачӗ ҫине 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта тухас пек юмахлатчӗҫ. Кайран 2013 ҫулхи ҫӗртме теме тытӑнчӗҫ, унтан чӳк уйӑхӗ терӗҫ. Кайран кӑҫалхи нарӑс вӗҫӗнче уҫасси пирки сӑмах тухрӗ. Мӗнех, пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен пурӑнсан курӑпӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |