__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ача пахчине ҫӳренишӗн хака хӑпартни пирки ҫынсем паян митинга тухасси пирки __/news/5070.html|эпир хыпарланӑччӗ__.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула влаҫӗсем ачасем унта ҫӳремесен те укҫа тӳлеттермелле йышӑннӑ-мӗн. Апла туни саккуна пӑсни пулать тесе нумаях пулмасть суд йышӑну та кӑларнӑ. Кун пирки ӗнер республикӑн вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Спутник-хулара ача пахчишӗн тӳлеве пахчана 80 процент таран кайни тӑрӑх ҫирӗплетнӗ иккен. Пӗлменнисем валли кунта кӑштах ӑнлантарса пани кирлӗ-тӗр. Пӗр ача ҫулталӑкӗпех унта ҫӳреймест-ҫке: чирлесси те пулать, урӑх сӑлтава пула килте хӑварни те. Ҫавӑнпа та тӳлеве пахчана вӗҫӗм ҫӳренӗ евӗр (100 проценчӗпех) палӑртмаҫҫӗ. Республикӑра вӑтам хак 75 процентпа йышӑннӑ теҫҫӗ.
__Ҫӗнӗ Шупашкар__ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин йышӑнӑва ача пахчисен пуҫлӑхӗсемпе пӗр шухӑшлӑ йышӑннине пӗлтернӗ. Вӗсен ертӳҫисем ашшӗ-амӑшне йӗркеллӗ ӑнлантарса паман учрежденисенче кӑна йышӑнӑва ӑша хывса илеймен пулать. Ача пахчине ҫӳремен вӑхӑтшӑн вара заведующисем тӳлеттермесен те пултараҫҫӗ — ҫакна вӗсен хӑйсем тӗллӗн татса памалла-мӗн. Хӑйсем тӗллӗнлӗх паратӑр та ыйтусем нумай сиксе тухаҫҫӗ тесе шанмасӑртарах йышӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӑнлантарӑвне республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |