Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗлхе халӑх культурине упрама пулӑшать. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри ҫухалма пултарать.
Классика хӑҫан вуланине астӑватӑр-и? Александр Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсене хӑҫан тишкернӗ? Астумастӑр-и? Тӳрех ан пӑшарханӑр. Наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекесен «страницисене» уҫса пӑхма май пур. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ умӗн Наци библиотекин электрон вулавӑшӗ электронлӑ вӗренӳ ресурсне хатӗрленӗ. Ӑна __чӑваш чӗлхин__ революцичченхи тӗпчевӗсене, чӑвашла тухнӑ кӑларӑмсене халалланӑ. Унта тӗрлӗ кӗнекен электронлӑ копиисем пур. Вӗсен йышӗнче — чӑваш букварӗсем, классика литературин чӑвашла куҫарӑвӗсем. «Чӑваш чӗлхи. Анне чӗлхи. Манӑн тӑван чӗлхе» виртуаллӑ куравра 27 кӗнекен электронлӑ копийӗ пур. Электрон ресурсне кӗнӗ кӑларӑмсем Наци библиотекин фончӗсенче упранаҫҫӗ.
Курав виҫӗ кун ӗҫленӗ хушӑра блогра ӑна 200 ҫын ытла пӑхнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, АПШран, Турцирен, Германирен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |