__Элӗк районӗнче__ Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Хӗле ӑстатпӑр» уяв вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче «Ҫӑматӑ-шоу» иртнӗ. __Элӗкри__ фонтан умӗнче ҫаматӑсен куравӗ пулнӑ. Мӗнли кӑна пулман-ши унта? Ҫамрӑксен тавракурӑмӗ пуян ҫав. Палӑртмалла: Сочири Олимп вӑййисене халалланӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫын та унта пулнӑ.
Кунтах илемлетнӗ ҫуна вырнаҫнӑ. Лилия Никифорова ертӳҫӗ (Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ) хушнипе командӑсем эстафетӑна хатӗрленнӗ, Ҫамрӑксен правительствин председателӗ Светлана Егорова старт парсан ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем малалла чупнӑ.
Ҫамрӑксем ҫавӑн пекех кулинарире те ӑмӑртнӑ: «Икерчӗрен те икерчӗ» конкурс валли икерчӗ хатӗрленӗ. Какайпа, тӑпӑрчӑпа, пулӑ вӑлчипе, хӑймапа, пылпа… Чылайӑшӗ тутлӑ икерчӗпе киленнӗ.
Жюри членӗсем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. __Чӑваш Сурӑмри__ ҫамрӑксен канашӗ «Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан ҫӑматӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑлкӑшсем «Хӑвӑрт чупакан ҫӑматӑ» ята тивӗҫнӗ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире палӑрнӑ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=57&id=42992|**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |