«Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ.
__Патӑрьелти__ тӗпчев уйрӑмӗ __Елчӗк районӗнчи__ суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ.
Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |