Пушӑн 1-мӗшӗнче __Шупашкарта__ пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ.
Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ».
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |