Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. __Куславкка район__ шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.
Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.
Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: __Куславккари__ 3-мӗш шкул, __Тӗрлемес__ вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.
Экологи плакачӗсен куравне И.Н.Лобачевский ячӗллӗ музей ҫуртӗнче уҫнӑ. Ҫавӑнтах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Курава уҫнӑ чухне Куславкка район администрацийӗн ертсе пыракан специалисчӗ Т.А.Аликова, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗн председателӗн ҫумӗ Т.Н.Тимофеева тухса калаҫнӑ. Кӑмӑл пуррисем курава ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |