Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче __Вӑрмар районӗнчи__ чӑваш чӗлхи учителӗсем черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Чӗлхе ӑстисем __Вӑрмар__ вӑтам шкулӗнче «Тинӗс те типме пултарать» тата «Кольӑпа Дима Штрауспа паллашаҫҫӗ» темӑсемпе иртнӗ уроксенче пулнӑ.
Уҫӑ уроксене ҫак шкул вӗрентекенӗсем — Г.Н.Васильева тата Г.А.Левина — ертсе пынӑ. __Кавал__ шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Ю.Авакова «Йӑлана кӗнӗ урока ҫӗнӗллӗ ирттересси» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, вӗренӳ стандарчӗ ыйтакан пӗр меслетпе паллаштарнӑ. __Чупайри__ вӑтам шкул вӗрентекенӗ Л.А. Цыфаркина хальхи вӑхӑтра уроксене икӗ культурӑна тӗпе хурса йӗркелемеллине палӑртнӑ, __Александр Алкапа__ __Александр Пушкинӑн__ хайлавӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ урокӑн пӗр пайӗпе паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх класӗсем тата уҫӑ уроксем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван чӗлхепе, чӑваш халӑхӗн литературипе ытларах кӑсӑклантармаллине палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |