Ӗнер __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ бассейнра арҫын путса вилнӗ. Инкек унӑн ывӑлӗн умӗнчех пулса иртнӗ. Ашшӗ шыв айӗнчен тухманнине кура ача инструкторсене пырса пӗлтернӗ, лешсем туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ пулӑшу та чӗннӗ, анчах арҫынна пулӑшма май килмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инкеке паян правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Яковлев шучӗпе унта «ҫын факторӗ» витӗм кӳме пултарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, путса вилнӗ арҫын шыв айӗнче ишме юратнӑ. Анчах ҫав енӗпе вӑл нимле федерацинче те тӑман. Бассейнсенче апла майпа ишме ирӗк памаҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ун валли ятарлӑ инструктор кирлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев бассейнсенче тата вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсенче тепӗр хутчен инструктаж ирттерме хушнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |