__Шупашкар__ урамӗсемпе (чӑннипе, кунта кӑна мар, ялсенче те, республикӑри ытти хулара та) пынӑ чухне реклама хучӗсене асӑрхамасӑр иртеймӗн. Ҫумӑр хыҫҫӑн шӑтнӑ кӑмпасем тейӗн… Пӗри, тепри куҫа тӑрӑнать.
Шупашкар хула администрацийӗ кирлӗ-кирлӗ мар вырӑнта ҫыпӑҫтарнӑ реклама хучӗсемпе «вӑрҫӑ» пуҫланӑ. __Калинин район__ администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Текстильщиксен, Иван Франко, Гагарин урамӗсем тӑрӑх пӗлтерӳсен аллейи тӑсӑлнӑ. Атӑ-пушмак, сӑран куртка йӳнӗпе сутаҫҫӗ-мӗн.
Мӗнпур материала районӑн административлӑ комиссине пӑхса тухмашкӑн панӑ. Вӑл ҫак ӗҫ йӗркелӳҫисенчен штраф шыраса илӗ.
Шупашкарта хаҫатсене, афишӑсене, плакатсене тата ытти реклама материалӗсене ятарлӑ стендсем ҫине ҫеҫ ҫыпӑҫтарма юрать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |