Украина гражданинӗ А. Раҫҫее 10 ҫул каялла килнӗ, Чӑваш Республикинчи __Канаш__ хулинче пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — саккунсӑр майпа. Арҫын ют ҫӗршыв ҫыннисем е гражданствӑсӑр сӑпатсем Раҫҫей Федерацийӗнче пулнӑ чухне правасене кӑтартакан саккуна пӑснӑ.
Ют ҫершыв ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗнче визӑсӑр 90 талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӳлрех асӑннӑ Украина ҫынни вара? __Канаш районӗн__ судне акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: 2004 ҫулта вӑл Канаш хулинчи паспорт сӗтелне кайнӑ, Раҫҫей гражданствине илме ирӗк ыйтнӑ-мӗн. Анчах унӑн ыйтӑвне пӑхса тухман. Унтан вара хӑй Украина гражданинӗн паспортне ҫухатнӑ пулать. Кун пирки вара йӗрке хуралӗн органӗсене пӗлтермен: административлӑ яваплӑхран хӑранӑ.
С. гражданинпа та ҫакнашкалтарах лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унӑн та — Украина гражданстви. Арҫын 2012 ҫултанпа __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пурӑннӑ, пирӗн ҫӗршывра пулмалли йӗркене пӑснӑ: миграци шутне тӑман, Раҫҫейре пулма юранине ӗнентерекен документсемсӗр пурӑннӑ, каялла таврӑнма хирӗҫленӗ, кунта саккунлӑ майпа пурӑнмашкӑн ирӗк илме миграци службине кайман. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн административлӑ ҫакнашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫӗршывран вӑйпа кӑлараҫҫӗ.
Украина гражданинӗсене РФ патшалӑх границинчен каҫармашкӑн Мускаври «Домодедово» аэропорта илсе ҫитернӗ. Иккӗшне те административлӑ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ: 2 пин тенкӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |