Пушӑн 6-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Интеллектуариум» ятлӑ ача-пӑча пӳлӗмӗ уҫӑлать. Вӑл шкул ҫулне ҫитмен ачасен кӑмӑлӗшӗн тӑрӑшасса тата пӗчӗккисене аталантарасса шанаҫҫӗ.
Пӳлӗме уҫас шут тытнисем Галинӑпа Михаил Быковсем. Вӗсем — Чӑваш Енӗн Ҫамрӑксен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗн ертӳҫисем. Хӑйсен шухӑшне пурнӑҫа кӗртме вӗсем социаллӑ проектсен республикӑра иртнӗ конкурсӗнче хӳтӗленӗ. Хыснаран уйӑрнӑ тупрана вӗсем ача-пӑча пӳлӗмне илемлетме, кирлӗ тетте туянма, пултарулӑха аталантармалли хатӗр, ҫав шутра кӗнекесем те, туянма янӑ.
Ачасен пӳлӗмне пӗчӗккисене тӳлевсӗр ҫӳреттерӗҫ. Кашни пымассерен 45-шер минут параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтпа усӑ курса ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисемпе аппаланма пултарӗҫ. Пӗчӗккисене аталантармалли занятисене педагогсене, ӑсчахсене, пултарулӑх тата техника профессийӗсен ҫыннисене те явӑҫтарасшӑн.
«Интеллектуариум» ытларикунтан пуҫласа шӑматкунсерен, ирхи 10-ран тытӑнса кӑнтӑрла иртни тӑваттӑччен ӗҫлӗ. Пӳлӗм пӗр харӑс 10 ача йышӑнаяссине тӗпе хурса малтанах черете __https://docs.google.com/forms/d/1AZK4BSAqLAXSP1jZCUqw8-skhJJ_8WcCThfbdlDQeEE/viewform|вулавӑш сайчӗ__ урлӑ е 62-38-12 телефонпа ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |