__Ҫӗмӗрле__ хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать.
Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |