Ҫак кунсенче ЧНК ӗҫтешӗсем кӳршӗлле Мари Эл республикине кайса килнӗ — кун пирки конгресӑн сайчӗ хыпарлать.
Йошкар-Олана кайнӑ чӑвашсем Мари Элӗн культура, пичет тата национальноҫсен ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗпе Галина Ширяевӑпа, Пӗтӗм мари Канашӗн (ҫарм. ~~«Мер Канаш»~~) председателӗн ҫумӗпе тата «Марий сандалык» (чӑв. ~~Ҫармӑс тӗнчи~~) журналӑн шеф-редакторӗпе Валерий Мочаевпа тӗл пулса перлехи ыйтусене сӳтсе явнӑ, кӳршӗллӗ республикӑн аталанӑвӗпе, ҫармӑссен наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Малашне тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пирки, Раҫҫей тулашӗнче пурӑнакан ентешӗсене манмалла марри ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш наци конгресӗ те, Пӗтӗм мари Канашӗ те тӑван халӑха упрама, унӑн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организацисем. Хальхи вӑхӑтра чӑвашсемпе ҫармӑссенчен нумайӑшӗ тӑван республикӑсен тулашӗнче пурӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |