Паян паллӑ чӑваш сӑвӑҫи __Митта Ваҫлейӗ__ ҫуралнӑранпа 106 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вара, пушӑн 4-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗн аслӑ пӳлӗмӗнче Митта Ваҫлей премийӗн лауриачӗсене чысларӗҫ — «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм...» савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Аса илтеретпӗр, ку премие пӗлтӗр __Патӑрьел районӗн__ «Авангард» хаҫачӗн редакцийӗ, Тольяттири «Шанчӑк» чӑваш наци культура автономие ертсе пыракан Глухов Алексей Петрович, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхе кафедрин доценчӗ Иванова Надежда Григорьевна тивӗҫнӗ.
Савӑнӑҫлӑ уявра шкул ачисемпе вӗрентекенсем — Надежда Григорьевнӑна чысланӑранах пуль вӗсем зал туллиехччӗ — Митта Ваҫлейӗн сӑввисене вуласа пачӗҫ, ун лирикипе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласа пачӗҫ, инсценировкӑсем кӑтартрӗҫ. Вӗсене кайран Митта Ваҫлейӗн фончӗ тав хучӗсемпе чысларӗ — чыслаканӗсем вара маларах ҫак премие тивӗҫнисем пулчӗҫ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/156128/|**Сӑнсем**__ (100)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |